Dmitry_Stepanov

1

подписчик

1

подписка

Не является индивидуальной инвестиционной рекомендацией

Dmitry_Stepanov
Dmitry_Stepanov

3 ноября 2022

Укҫана перекетлемелли 100 меслет! 100 способов сэкономить #деньги💰 Пĕрремĕш пайĕ. Первые 2️⃣5️⃣. 👌 Кирлӗ мар тӑкаксемпе кӗрешетпӗр 1. Мӗн те пулин илес умӗн лайӑх шутлӑр: ку япала сире чӑннипех кирлӗ-и? Енчен те эсир унпа пӗр-икӗ хут ҫеҫ усӑ куратӑр пулсан ан илӗр, кирлӗ-кирлӗ мар ҫине укҫа тустарма пӑрахӑр. 2. Хӑвӑр енчӗкӗр тата кредит карттӑрсем ҫине «Ку сана кирлӗ-и?!» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ пысӑк хутсем ҫыпӑҫтарӑр. 3. Хаклӑ япала илнӗ чух ан васкӑр. 3-4 эрне шухӑшлама вӑхӑт илӗр. Ҫак хушӑра япалана илес кӑмӑл ҫухалчӗ пулсан – вӑл сире кирлӗ те пулман иккене асӑрхӑр. Лавккара сахалтарах тӑкаклама 4. Вӑхӑт ирттерме кӑна укҫа тӑкма чарӑнӑр. Пӗр-пӗр пысӑк Суту-илӳ ҫуртне кайсан чи кирлине илӗр те ытти витринӑсем ҫине пӑхмасӑрах килӗре вӗҫтерӗр. Кафере апатланма юласран, «паян ҫеҫ скидкӑпа» сутӑнакан япаласене илесрен асӑрханӑр. 5. Тӗрлӗ лавккара тӗрлӗ хаксем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа сирӗн килӗр ҫумӗнче темиҫе лавкка пулсан ҫур ҫулта пӗрре те пулин вӗсенчи хаксене танлаштарӑр. 6. Хаклӑ япала туяннӑ чух Интернет-лавккасенчи хаксемпе танлаштарма ан манӑр. Ҫакӑн валли сире 10-15 минут ҫеҫ кирлӗ пулӗ. Хӑш чухне пӗр япала хакӗ 50-70% е 2 хут таран та уйрӑлса тӑма пултарать, сахал мар укҫа перекетлесе хӑварма пултаратӑр. 7. Нумай япалана интернетран йӳнӗрех хакпа туянма пулать. Хаксене танлаштарма ан ӳркенӗр! 8. Енчен те эсир тӑтӑшах (часто) пӗр лавккана ҫӳретер пулсан унӑн дисконт карттине туянӑр. Унпа 5-10% скидка пулма пултарать, ҫулталӑк хушшинче вара сахал мар укҫа упраса хӑвараятӑр. 9. Хӑш-пӗр лавкка хӑйӗн маркипе кӑларнӑ таварсене йӳнӗрех хакпа сутать. (Тӗслӗхрен, Диксире «Дикси» тесе ҫырнӑ таварсем). Нумай чухне вӗсен пахалӑхӗ (качестви) паллӑ брендлисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. 10. Пӗр-пӗр япала сире халех кирлӗ мар пулсан ӑна распродажӑсенче туянӑр. Хаксем Ҫӗнӗ ҫул, Ҫветтуй Валентин, Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уйрӑмах чакаҫҫӗ. 11. Сутӑҫӑпа калаҫӑр, ан хӑрӑр, хакне чакарттарӑр. Хӑш чухне ытла аван чакарма пултараҫҫӗ. 12. Нумай чухне лавккара мӗн те пулин туянсан унпа пӗрле сире тата мӗн те пулин илме сӗнеҫҫӗ. Сӑмахран, телефонпа пӗрле хӑлхалӑх (наушник), курткӑпа – шарф т.ыт.те. Сире вӑл чӑннипех кирлӗ-и? Лайӑх шухӑшлӑр. 13. Япалана кредита илессинчен асӑрханӑр. Эсир уншӑн 25-30% ытлашши тӳлеме пултаратӑр. 14. Лавккара пӗр тавартан ытларах туянтӑр пулсан чексене тӗрӗслеме ан манӑр. Сире пӗлсе те, пӗлмесӗр те улталама пултараҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ ҫине укҫана сахалтарах пӗтерме 15. Апат-ҫимӗҫ туянма кайиччен ят-йыш (список) ҫырӑр. Ҫав ят-йышран нимпе те ан тухӑр, ытлашшине ан илӗр. 16. Апат-ҫимӗҫ ят-йышне (списокне) тӑвас умӗн холодильникӑра уҫса пӑхӑр. Тен, хӑшне-пӗрне илмелле те мар?.. 17. Лавккана кайиччен апат ҫисе кайӑр. Выҫӑ пулни сире ытлашшине илме хистӗ. 18. Хӑвӑрпа пӗрле ытла нумай укҫа ан илӗр. Нумайрах илетӗр – нумайрах пӗтеретӗр. 19. «Хура мамонт» сортлӑ, экологилле таса, ҫурҫӗрте 12-ре 12 хитре хӗр туса хатӗрленӗ олива ҫуне илмесен те юрать. Эсир шеф-повар пулмасан ахаль олива ҫӑвӗ те каять – уйрӑмлӑхне чухласа илеймӗр. 20. «Ҫурмафабрикатсем». Енчен те эсир фарш туянса катлетсене килӗрте тусан – 15-25% йӳнерех тухӗ. 21. Фасовать тунӑ таварсем виҫсе илмеллисенчен чылай хаклӑрах. (Тӗслӗхрен: кӑлпасси е сыр). Таварӑн 100 грамӗ мӗн чухлӗ тӑрать? Ҫавӑн пек танлаштарӑр. 22. Нумай вӑхӑт хушши пӑсӑлман таварсене – консервӑна, кӗрпесене, макарон, тип ҫӑва, техӗмлӗхсене (приправы) оптовӑй лавккасенче илсен чылай йӳнерех пулӗ. 23. Лавккара куҫӑрпа пӗр тан вырнаҫнӑ таварсене мар, аяларах е ҫӳллӗрех вырнаҫнисене пӑхма тӑрӑшӑр. Нумай чухне сутакансем йӳнӗрех таварсене унта вырнаҫтараҫҫӗ. 24. Кафере е ресторанра темиҫе ҫимӗҫ илмесен те юрать. Пӗр ҫимӗҫ ҫини сирӗн енчӗкӗршӗн те, пилӗкӗршӗн усӑллӑ пулӗ. 25. Ытларах кафере е ресторанра мар, килӗрте апатланма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, кафери чей 3-5 $ тӑрӗ, килӗрти вара - 0.05 $ анчах.
1
Dmitry_Stepanov
Dmitry_Stepanov

31 октября 2022

Инициатива Сбербанка в Республике #Чувашия, поддержанная активистами регионального движения «Хавал». Недурно, красавцы 😘😇 Что может ответить на это #Тинькофф? #sber #сбербанк #банкомат #чувашский #языки #пульс_зацени #привет_пульсяне
Card image 1
1
2
Dmitry_Stepanov
Dmitry_Stepanov

31 октября 2022

Короче говоря, #Тинькофф , надо нам с вами заняться языковым вопросом :). Соблюдение и учёт в работе регионального законодательства это нормально, господа, да? Шупашкар хулинче икчӗлхелӗх саккунне, сӑмахран, Тутар Республикинчи "Хула" банкӗ, Сарӑту хулинчи Лайф Финанс коммерци банкӗсен холдингне кӗрекен "Волга-Экспресс" банкӗ пӑхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсемшӗн икчӗлхелӗх йӗркине тытса пыни темле тӗлӗнмелле паттӑрлӑх мар. Ҫакӑн пирки "Волга-Эксперсс" банкӗн консультанчӗ ансат хурав пачӗ: "Наш банк имеет отделения в различных регионах и выпускает буклеты не только на русском языке, а так же и на национальном языке (респ. #Татарстан, респ. #Башкортостан и др)" Чӑваш патшалӑхӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ӗҫлени,йӗркене пӑсманни кирлех пире...;) #пульс_заметит #пульс_зацени #тинькофф2022 #тинькофф_банк #язык_обращения_граждан #языки #яздесь
Card image 1
Card image 2
Card image 3
+3
1
2
Dmitry_Stepanov
Dmitry_Stepanov

31 октября 2022

Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан декларацийӗн проекчӗнчен: •«Чӑваш Совет Республикин патшалӑх суверенитечӗн экономика гарантийӗсене Чӑваш ҫӗршывӗн халӑхӗ ҫеҫ влаҫпа управлени органӗсен пурлӑхӗпе, республикӑн культурӑпа истори пуянлӑхӗсемпе, республика бюджечӗн укҫи-тенкипе, наци тата республика банкӗсемпе, страхованипе резерв фончӗсемпе тата ытти фондсемпе, предприятисемпе тата пӗрлешӳсемпе, аслӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе, социаллӑ пурнӑҫпа культура сферин объекчӗсемпе тата хӑйсен ирӗкӗпе #Россия е Союз харпӑрлӑхне паман ытти йышши пуянлӑхпа, налук хумалли хӑй тӗллӗнлӗ системӑпа хуҫаланмалли, усӑ курмалли тата йӗркелесе тӑмалли право урлӑ реализацилет. •Российӑна тата Союза пӑхӑнса тӑракан предприятисем тӗлӗшпе Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсем тупӑшран памалли уйрӑм йӗрке тата налук тӳлеттермелли уйрӑм система палӑртаҫҫӗ. •Чӑваш Совет Республики совет федерацийӗн субъекчӗсемпе тытакан экономика хутшӑнӑвӗсемпе ытти хутшӑнусене хӑй тӗллӗн палӑртать, Российӑра тата ССР Союзӗнче хӑйӗн полномочиллӗ представительствисене тытать. •Чӑваш Совет Республики тулашри экономика ӗҫӗ-хӗлне хӑй тӗллӗн туса пырать, чикӗ леш енчи патшалӑхсемпе экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен тӳрӗ ҫыхӑнусем йӗркелет, хайӗн валюта фондне туса хурать. Чӑваш Совет Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ мӗнпур предприятисемпе организацисене, вӗсем хӑш ведомствӑна пӑхӑнса тӑнине пӑхмасӑр, тулашри экономика ӗҫӗ-хӗлне туса пымашкӑн Чӑваш Совет Республикин патшалӑх влаҫӗпе управлени органӗсем ҫеҫ ирӗк параҫҫӗ...» #экономика #финансы #республика #Чувашия #история
2
3